Пӑрачкав районӗнче Севастопольти чӑваш наци культурин обществин обществӑпа ҫыхӑну тытакан председателӗн ҫумӗ Владимир Мочалов пулнӑ. Вӑл Пӑрачкав администрацийӗн пуҫлахӗпе Евгений Лебедевпа тӗл пулнӑ, Пӑрачкав шкулӗнче пулнӑ.
Калаҫура Украинӑри лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Парачкав районӗ — нумай паллӑ ҫыннӑн тӑван кӗтесӗ. Пӑрачкавсем карап тунӑ академикпа, ӑсчахпа А.Н.Крыловпа мухтанаҫҫӗ. Пӗлтӗр районта вӑл ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Пӑрачкав шкулӗнчи кадет класӗ ун ячӗпе хисепленет. Класс ертӳҫи М.Архипова тата аслӑ воспитатель В.Голева Крыловӑн пысӑках мар музейне йӗркелесшӗн, шкул ҫывӑхӗнче асӑну хӑми вырнаҫтарасшӑн.
Ҫар морякӗсен йышӗнче М.П.Бочкарев пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Халӗ вӑл Севастопольте пурӑнать. Владимир Мочалов ӑна хӑй те паллать. Кадет класӗнче вӗренекен Анастасия Пиняева ун пирки тӗпчев ӗҫӗ хатӗрлет. Хӗрача М.Бочкарева Владимр Мочалов урлӑ ҫыру панӑ.
Владимир Мочалов Чӑваш Енре ҫуралнӑ, халӗ Севастопольте пурӑнать. Вӑл кадетсене ҫав хула пирки, ӑна вӑрҫӑ ҫулӗсенче вырӑс салтакӗсем, морякӗсем хӳтӗлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Кӑҫал хӗл ӑшӑ тӑнипе тата ҫӗрлехи тата кӑнтӑрлахи сывлӑш температури хӑвӑрт ылмашса тӑнипе ҫулсем ытти ҫулхинчен маларах ванма пуҫлани пирки эпир маларах ҫырнӑччӗ-ха. Ҫул-йӗрҫӗсем ҫанталӑк яри ӑшӑтасса кӗтмен — юсама тытӑннӑ. Ҫакӑн валли сивӗ асфальтпа усӑ кураҫҫӗ иккен. Ҫапла, ун пекки те пур.
Вӑрнар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав тата Ҫӗмӗрле районӗсенче юсанӑ та ӗнтӗ. Шӑтӑк-путӑка сапланӑ вырӑнсене виҫнӗ те пӗтӗмӗшле 119 тӑваткал метрпа танлашнине палӑртнӑ. Хӑйсем пӑхса тӑракан ҫул ҫинче юсава «Чӑвашавтодор», «Воддорстрой», «Автодорсервис», «Ликта» обществӑсем пурнӑҫланӑ. Юсава ятарлӑ ҫул-йӗр техникине явӑҫтарнӑ.
Мӑкшӑ Республикин тӗп хулинче — Саранскра — мордва чӗлхипе (мӑкшӑ тата ирҫе) тата литературипе регионсен хушшинчи XVI олимпиада иртнӗ. Унта Мӑкшӑ Республикинчи вӗренекенсем, Пушкӑртри, Тутарстанри, Пенза тата Ӑренпур облаҫӗсенчи ачасем хутшӑннӑ.
Чӑваш Енрен Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенчи шкулсенче вӗренекенсем олипиадӑна хутшӑннӑ. Екатерина Кулясова тата Дарья Солдайкина (иккӗшӗ те Пӑрачкав районӗнчи Напольное шкулӗнчен) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Республика ачисем мордва литературинче те маттур пулнӑ. Екатерина Кулясова — иккӗмӗш вырӑна, Дарья Солдайкина виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Дарья «Пултарулӑх секцинче» те 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Мария Кузнецова (Улатӑр районӗнчи Алтышево шкулӗ) 2-мӗш пулнӑ, Екатерина Кулясова — 3-мӗш. Олипиада ҫӗнтерӳҫисене Хисеп хучӗсемпе, кубоксемпе чысланӑ.
Олимпиада М.Е.Евсевьев ячӗллӗ Мордва патшалӑх педагогика институчӗ ҫумӗнче иртнӗ. Ачасем ӗҫсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра верентекенсем валли «Наци учебникӗ: истори, хальхи вӑхӑт, малашлӑх» семинар тата «ҫавра сӗтел» иртнӗ.
Кӑҫалхи ҫул ҫанталӑкӗ хресчене хытах такӑнтарчӗ ҫав. Тунтикун тӗш тырӑ вырмалли 2,5 пин гектар ҫинче выртать иккен. Кунсӑр пуҫне ҫӗрулми кӑлармалли — 3,2 пин гектар. Юлашкинчен каланине процент ҫине куҫарса пӑхсан, «иккӗмӗш ҫӑкӑра» мӗнпур лаптӑкӑн 69,5 процентне кӑларни курӑнать. Тухӑҫ та пысӑках мар — гектар пуҫне 149,5 центнер тухать. Пӗлтӗр ку кӑтарту 187,6 центнерпа танлашнӑ.
Ҫӗрулми кӑларас ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ, ҫанталӑк уяртнине кура, канмалли кунсенче палӑрмаллах вӑйланнӑ. Пӑрачкав районӗнче ӑна кӑларса пӗтернӗ. Кунсӑр пуҫне Йӗпреҫ, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсем те юлашки гектарсем ҫинче ӗҫленӗ. Тепӗр чух палӑртар — ку вӑл тунтикун тӗлнехи цифрӑсем. Чи пысӑк лаптӑк Патӑрьелпе Комсомольски районӗсенче иккен.
Пахча ҫимӗҫе мӗнпур лаптӑкран 64 процентне пухса илнӗ. Хӑмлана вара татса пӗтернӗ.
Кунта сӑмах савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑласси пирки пырать. Тӗрӗссипе, ҫӗнӗ, 77-мӗш сезона, Чӑваш патшалӑх филармонийӗ ҫурла уйӑхӗнчех пуҫӑннӑ. Вырӑна тухса артистсем темиҫе концерт та кӑтартма ӗлкӗрнӗ.
Красноармейски тата Шупашкар районӗсенче нефтьпе газ отраслӗнче ӗҫлекенсене професси уявӗпе саламланӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне халалланӑ концертпа вара Пӑрачкав районӗнчи педагогсем патне ҫитнӗ. Ҫӗмӗрлере хула кунӗ ячӗпе иртнӗ уява хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ сезона савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паян, каҫхи ҫичӗ сехетре, уҫма палӑртнӑ. Ун вӑхӑтӗнче «Мюзиклсен ылтӑн хичӗсем» проекта куракан патне ҫитермелле. Сӑмахран, «Нотр дам де Пари», «Ромео и Джульетта», «Призрак оперы», «Млоцарт» тата ытти хайлавпа.
Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстересси ҫинчен калакан республикӑри программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫул-йӗр правилине пӑхӑннине Улатӑр хулинче автоматика тытӑмӗ сӑнаса тӑрӗ. Ӗнер унти Гагарин урамӗнче фото ӳкерекен «Арена» ятлӑ стационарлӑ комплекс вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӑл епле ӗҫленине тӗрӗслеҫҫӗ.
Унччен ун пек комплекссем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче кӑна пулнӑ. Халӗ, ав, Улатӑра та ҫитнӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 21 комплекс вырнаҫтарасшӑн иккен. Вӗсенчен тӑваттӑшне — Шупашкарта, виҫҫӗшне — Шупашкар районӗнче, саккӑрӑшне — Канаш хулипе районӗнче, Комсомольски ялӗпе Пӑрачкав районӗнче — икшер, унсӑр пуҫне Ҫӗрпӳ хулипе Комсомольски районӗнче — пӗрер. Вӗсене кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗччен вырнаҫтарса пӗтересшӗн.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫав ятпа вырӑнсенче тӗрлӗ меороприяти иртет. Пӑрачкав та ватӑсем валли уяв йӗркеленӗ. Ҫулланнисене вӗсем спорт залӗнче пухнӑ. Тӗл пулма урӑх вырӑн пулманран мар-ха, ватӑсене спорт ӑмӑртӑвӗсене явӑҫтарас тенӗ. Уява пухӑннисене Пӑрачкав ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Е. Барыкин саламланӑ.
Унтан кинемисемпе мучисем икӗ ушкӑна пайланса ӑмӑртма тытӑннӑ. Вӗсем «васкавлӑ старта» та тӑнӑ, дартсла та вылянӑ. Мечӗке карҫинккана тӗл лектерессипе тата кегльсене тӳнтерессипе те тупӑшнӑ. Спортсмена ҫаврӑннӑ кинеми-мучине Вырӑс драма театрӗ Пӑрачкаври культура ҫуртӗнче юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑтартакан спектакле курма кайма билет парнеленӗ.
Сӑнсем (47)
Ӗнер, ҫурлан 20-мӗшӗнче, 11 сехетсенче Вӑрнар районӗн полици хурал пайне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл Ярмушка ялӗнчи шкулта бомба вырнаҫтарнӑ тесе пӗлтернӗ.
— Ҫав вӑхӑталла асӑннӑ шкулта икӗ-виҫӗ ҫын кӑна пулнӑ. Арҫын ача полицие вырӑнти таксофонран шӑнкӑравланӑ. Кун йышши пӑтӑрмахпа эпир пӗрремӗш хут тӗл пултӑмӑр, — пӗлтерет Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ.
Учреждение килсе ҫитнӗ полици ӗҫченӗсем шкул лаптӑкне тӗплен пӑхсан тухнӑ, анчах та бомба таврашне асӑрхаман. Вара йӗрке хуралҫисем суя пӗлтерӗве хыпарлакана шырама тытӑннӑ. Шӑнкӑравлаканни иккен Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан 12 ҫулхи шӑпӑрлан пулнӑ. Вӑл Ярмушка ялӗнче хӑйӗн тӑванӗсем патӗнче хӑнара пулнӑ. Хӑйӗн суя шӑнкӑравне арҫын ача «полици ӗҫченӗсем мӗнле ӗҫленине курас килетчӗ» тесе ӑнлантарнӑ.
Суя пӗлтерӳшӗн явапне ачан ашшӗпе-амӑшӗн тытмалла пулӗ.
Моряксене асӑнса Комсомольскинче палӑк уҫни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, ун пекки Патӑрьелте те пур. Халӗ, ав, Шупашкар хулинче уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Моряк пулнисем Шупашкар хулинче, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри тата Пӑрачкав районӗсенче уйрӑмах йышлӑ-мӗн.
Палӑка «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче вырнаҫтарӗҫ. Никӗсе Ҫарпа Тинӗс флочӗн кунӗнче янӑ. Ку мероприятие флот ветеранӗсемсӗр пуҫне тӳре-шара та хутшӑннӑ. Пӗрремӗш чула хума ӗнерхи моряксене тата кадет шкулӗн вӗренекенӗсене шаннӑ. Палӑка ҫитес ҫул уҫма палӑртаҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта Чӑваш Енрен тухса каякансен йышӗ пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенчинчен 13,2 процент нумайланнӑ. Ҫапла вара асӑннӑ ҫак тапхӑрта пирӗн республикӑран 7 103 ҫын урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ, ҫавсенчен 6 891-шӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаланнӑ, ыттисем чикӗ леш еннех куҫ хывнӑ.
Пирӗн пата пурӑнма вара 4 946 ҫын килнӗ иккен. Пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑрпа пӑхсан, хайхисен йышӗ 4,1 процент сахалрах-мӗн.
Килен-каян йышне районсемпе хуласем тӑрӑх танлаштарса пӑхнӑ та, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Пӑрачкав районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тӗпленме кӑмӑл тунисен йышӗ куҫса каякансенчен ытларах иккен. Патӑрьел, Канаш тата Етӗрне районӗсенчен вара каякансем унта пыракансенчен — нумайрах.
Информаци ятӗнче чӑваш терӗмӗр те, анчах килен-каян хушшинче ытти халӑх ывӑл-хӗрӗ те пулма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |